Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара вӗренӳ тытӑмӗ инҫет ҫыхӑну мелӗпе анлӑ усӑ курать. Ҫак кунсенче ҫапла мелпе Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-11-мӗш касси ачисене, ҫавӑн пекех студентсене вӗрентеҫҫӗ. Уроксене педагог тӗрлӗ мелпе йӗркелеҫҫӗ: социаллӑ сетьсем урлӑ та, мессенджерсем е видеоконференцҫыхӑну валли усӑ курмалли программӑсем пулӑшнипе те.
Инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентме пӗрлехи платформа ҫине куҫассине республикӑн Правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Тӳре-шара Мускавра тата Мускав облаҫӗнче усӑ куракан программӑна республикӑри пилӗк шкула тӗрӗслесе пӑхма сӗннӗ.
«Хӑш платформӑпа ӗҫлессине палӑртиччен программӑна IT-специалистсем ҫеҫ мар, унпа усӑ куракан учительсемпе ачасем те хаклаччӑр», – тенӗ Чӑваш Ен вице-премьерӗ – вӗренӳ министрӗ Алла Салаева.
«Мир» телеканал нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ каччине кӑтартнӑ. Вӑл Мускав облаҫӗнчи реабилитаци центрӗнче сипленет. 2016 ҫулта сусӑрланса юлнӑскер сывалас тесе шанчӑка ҫухатмасӑр сипленет.
Хӑй вӑхӑтенче каччӑ ачасемпе ҫамрӑксене акробатикӑна тата ташлама хӑнӑхтарнӑ. Пӗчӗккисем аслӑ тусӗ пек пулма ӑнтӑлнӑ. Анчах пӗр кунхине Евгенйи Александров хусканӑвӗ ӑнӑҫсӑр пулса тухнӑ. Вӑл ҫавӑн хыҫҫӑн ҫурӑм шӑммине амантнӑ. Каччӑ хӑй те, амӑшӗ те парӑнасшӑн мар.
24 ҫулти ҫамрӑка 350 пине яхӑн тенкӗ кирлӗ. Ҫемьен ун чухлӗ укҫа ҫук. 3443 кӗске номер ҫине «Живой» (каччӑ валли укҫӑ пухакан ыркӑмӑллӑх ҫавӑн ятлӑ) тесе смс ямалла, миҫе тенкӗ куҫарса парассине кӑтартмалла.
Ӗҫ тата кадрсем шыракан hh.ru сайтӑн тӗпчев служби Чӑваш Ен ҫыннисем урӑх региона тухса кайма хатӗррине тӗпченӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 35 проценчӗ ют ҫӗре кайма хатӗр, 40 проценчӗ кун пирки шухӑшлать. 19 проценчӗ ҫеҫ тӑван кӗтесрех юласшӑн.
Ыйтӑма хутшӑннӑ Чӑваш Ен ҫыннисенчен 24 проценчӗ Мускава пысӑк шалу, Краснодар тӑрӑхне лайӑх климӑт, Питӗре хӑтлӑ хула шыраса каяс кӑмӑллӑ. Пирӗн республика ҫыннисене ҫавӑн пекех Ленинград облаҫӗ (7%), Мускав облаҫӗ (6%), Крым (5%), Калининград облаҫӗ (4%), Тутарстан (2%), Тӗмен облаҫӗ (1%), Ҫӗнҫӗпӗр облаҫӗ (1%) илӗртеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫиччӗмӗш ҫын республика тулашӗнче ӗҫлет. Ҫакӑн пек пӗтӗмлетнӗ Росстат иртнӗ ҫулхи лару-тӑрӑва тишкернӗ май.
Урӑх регионта тимлекенсен йышӗпе пирӗн республика Раҫҫейре тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн патри вӑйпиттисенчен сахалтан та 13,8 проценчӗ е 80 пин ҫын ютра тӑрӑшать.
Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ӗҫлеме аякка каякансенчен 20,2 проценчӗ е 822,1 пин ҫын Мускав облаҫӗнче вӑй хурать, 18,3 проценчӗ е 170,5 пин ҫын – Ленинград облаҫӗнче, 16,4 проценчӗ е 30,2 пин ҫын – Адыгейӑра. Мӗнпур мигрантӑн 21,6 проценчӗ Мускава ҫул тытать, 18,8 проценчӗ – Тӗмен тӑрӑхне.
Ӗҫ мигранчӗсем ытларах чухне (22%) стройкӑра тӑрӑшаҫҫӗ. Ют ҫӗрте вӑй хуракансен ӳсӗмне илсен, вӑтамран вӗсем 38,8 ҫулта.
«Чӑвашкино» чӑваш патшалӑх киностудине тата электрон документацин архивӗнче Кӑркӑстанри кинематографистсем пулнӑ.
Вӗсем Совет Союзӗн маршалӗн А.И. Еременкӑн «Годы возмездия» кӗнекине тӗпе хурса Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 10 паттӑрӗ ҫинчен фильм ӳкереҫҫӗ иккен. Ҫав паттӑрсенчен пӗри — Чӑваш Енри Вӑрнар район ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Фёдор Иванович Ашмаров.
Кӗске метрлӑ фильма Латвинче, Кӑркӑстанра, Узбекистанра, Каракалпак Республикинче, Пушкӑртстанра, Тутарстанра, Чӑваш Енре, Чӗмпӗр облаҫӗнче, Мускав облаҫӗнче ӳкернӗ. Кино ӳкерес ӗҫе 2018 ҫулта пуҫланӑ.
Хӑнасене «Чӑвашкино» ертӳҫин ҫумӗ Олег Цыпленков В.В. Николаевӑн «Генеалогия чувашского народа» кӗнекине тата Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивалӗн статуэткине парнеленӗ.
Ҫурт-йӗр йӳнелсе пымасть. «Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал эксперчӗсем юлашки ултӑ ҫулта ҫурт-йӗр рынокӗнче пулса иртнӗ улшӑнусене тишкернӗ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн чылай хулинче кивӗ (сӑмах иккӗмӗш рынок текенни пирки пырать) ҫуртсенчи хваттерсем палӑрмаллах хакланнӑ.
Пуринчен ытла Сочи хулинче хваттер хакланнӑ. Хура тинӗсӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ ҫав хулара хак 120 процент ӳснӗ. Ҫакӑнта хула аталанӑвне Олимпиада умӗн укҫа чылай хывни витӗм кӳнӗ.
Мусквара юлашки 6 ҫулта хаксен ӳсӗмӗ — 54%, Питӗрте — 49%, Хусанта — 45%, Краснодарта — 36%, Калининградра — 24%, Мускав облаҫӗнче — 28%, Тула тата Ставрополь хулисенче — 24%, Пермьпе Томскра, Сартупа Курскра — 22%.
Вӑрмар районӗнчи Антонина Юнатанова воспитатель «Воспитатель года России» (чӑв. Раҫҫейри ҫулталӑк воспитателӗ) конкурсӑн финалне хутшӑнать. Ӑмӑртӑва чӳк уйӑхӗн 17-сменче Мускав облаҫӗнчи Красногорск хулинчи Примаков ячӗллӗ гимназире савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Конкурсӑн финалне регионсенчи ҫӗнтерӳҫӗсем, пурӗ 79 ҫын, пырса ҫитнӗ. Антонина Юнатанова Вӑрмар районӗнчи «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) ача пахчинче 2014 ҫултанпа ӗҫлет. 2004 ҫулта вӑл Узбекистанри Ферганӑри ӳнер коллеждӗнчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ куҫӑнсӑр майпа И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи «Шкул ҫулне ҫитменнисен тата коррекци педагогики тата психологи» факультетра ӑс пухать.
Виҫӗ ача амӑшӗ фетртан тата тутӑртан пуканесем ӑсталама юратать. Скрипкӑпа калать.
Абакан хулин мэрӗ Николай Булакин ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Хакас Республикин тӗп хулин пуҫлӑхӗ сарӑмсӑр вилӗмпе куҫ хупнине ТАСС информаци агентствине Хакас Республикин правительствин пресс-службинче ҫирӗплетнӗ.
Пӑтӑрмах Красноярск крайӗнчи Топольки ялӗ тӗлӗнче пулнӑ. Николай Булакин тытса пыракан «Ford» автомобиль Р-257 «Енисей» трассӑпа пынӑ чух ҫул айккине чӑмнӑ, йывӑҫа пырса тӑрӑннӑ. Ҫакӑн пек малтанласа пӗлтернӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем. Инкекре вырӑнтах вилнӗ мэр.
Булакин 1952 ҫулхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Томскра ҫуралнӑ. Мускаври патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Мускав облаҫӗнчи конструктор бюровӗнче инженерта ӗҫленӗ. Мускаври авиаципе технологи институтӗнче аспирантурӑра вӗреннӗ. Техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Красноярскри политехника институчӗн Абаканти филиалӗнче ӗҫленӗ. 1995 ҫулта ӑна Абакан мэрӗ пулма суйланӑ.
Мускав облаҫӗнчи Химки хулинче икӗ ҫамрӑк арҫын виллине тупнӑ. Ҫапла пӗлтернӗ Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Мускав облаҫӗнчи управленийӗ. «РЕН ТВ» телеканал арҫынсем «Россия» (чӑв. Раҫҫей) авиакомпанире бортпроводникра ӗҫленӗ.
Инкек юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Стюардсем Химки хулинчи Герман Титов урамӗнчи тара илнӗ хваттерте пурӑннӑ. Ҫиелтен пӑхсан вӗсенп такам вӗлернӗ тесе калама сӑлтав тупӑнман.
Арҫынсем 27-ре тата 29-та пулнӑ. Вӗсен виллине тупнӑ ҫӗре стюардсем 12 сехет каяллах куҫ хупни палӑрнӑ.
Хваттерте ҫӑнӑх евӗр шурӑ япала тупнӑ. Тӗпчевҫӗсем ӑна тӗрӗслеме янӑ.
Ҫамрӑк стюардсем вилнин сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсем пуҫарнипе специалистсем судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ.
Чӑваш Ен журналистсем чи пӗчӗк ӗҫ укҫи илекен виҫӗ регион шутне кӗнӗ. Кунта МИХра ӗҫлекенсем уйӑхсерен вӑтамран 20 пин тенкӗ илеҫҫӗ.
«HeadHunter» компани тата Раҫҫей журналистсен союзӗ Раҫҫейри регионсенчи журналистсен шалӑвне тишкернӗ. Чӑваш Енре, Сарту тата Вологда облаҫӗсенче ӗҫлесе пурӑнакан калем ӑстисен 20 пине яхӑн шалупа ҫырлахма тивет. Раҫҫейри вӑтам ҫак цифра вара 38,5 пин тенкӗпе танлашать.
Мускавра, Мускав облаҫӗнче, Приморье тӑрӑхӗнче 50 пине яхӑн илеҫҫӗ. Ку цифрӑна «Vtomske» портал пӗлтернӗ.
Сӑмах май, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикӑри хыснаҫӑсен шалӑвӗ ӳсессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен оклачӗсен, ставкисен виҫи 4,3 процент ӳстермелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |